Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн амӑшӗн правине чикӗленӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн тӗпренчӗкӗсене алимент тӳлеме тивӗ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫул ҫитмен ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ӗҫлемен. Суд хӗрарӑма икӗ ачине алимент тӳлеттерме те йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк амӑшӗ ниҫта та ӗҫлемен. Ачасене воспитани парас енӗпе кукамӑшӗ ӗҫленӗ.
Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хӗрарамӑн амӑшӗн правине чикӗлеме йышӑннӑ. Унӑн ӗҫлесе илнӗ укҫан 1\3 пайне алимент тӳлемелле. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑхӑр ҫынна ҫӗнӗ машина уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем пурте – производствӑра йывӑр аманнисем.
Ҫӗнӗ машинӑсене Социаллӑ страхлав фончӗ парнеленӗ. Фонд пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак парнене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенче, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка тата Елчӗк районӗсенче пурӑнакан ҫынсем тивӗҫнӗ.
Ҫак тӑхӑр ҫын тӗрлӗ ҫулта производствӑра аманнӑ. Хӑшӗ-пӗрин ури суранланнӑ, ҫавна май кашни автомобиле ҫын мӗнле суранланнине шута илсе туса кӑларнӑ тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа суранланнӑ ҫынсене унпа усӑ курма меллӗ пулӗ.
Хӗрлӗ Чутай салинче «Я люблю Красные Четаи» (чӑв. Эпӗ Хӗрлӗ Чутая юрататӑп) паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай районӗ пуҫланса кайнӑранпа 90 ҫул, Хӗрлӗ Чутай салине йӗркеленӗренпе 435 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Я люблю Красные Четаи» тени чӑвашла куҫарсан «Эпӗ Хӗрлӗ Чутая юрататӑп» тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Элеме вырнаҫтарнипе паллаштаракан хыпара тата сӑнӳкерчӗке район администрацийӗн сайтӗнче лартни тӑрӑх хакласан, хӗрлӗ чутайсем те вырӑсла калаҫма кӑмӑллани сисӗнет. Элӗкрех, акӑ, астӑвасса, ҫав палла икӗ чӗлхепе вырнаҫтарнӑччӗ. Пӗр енчен пӑхсан, вырӑслаччӗ, тепӗр енчен — чӑвашла.
Икӗ чӗлхепе элем хатӗрлеттерес тесен ытларах тӑкакланма тивнине тавҫӑрма йывӑр мар-ха. Хӗрлӗ чутайсем укҫа перекетлес тенӗ-ши, тен? Анчах вырӑсла ҫырассипе мар, чӑвашлипе...
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Хӗрлӗ Чутай районне кайсан туалет хучӗ туяннӑ та чутах кайса ӳкмен. Этикетка ҫинчи ӳкерчӗк тӗлӗнтернӗ ӑна. Ун ҫине шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар ӳкернӗ, вӑл вара Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ футболка тӑхӑннӑ.
Туалет хутне Мускав ҫывӑхӗнче кӑларнӑ тесе ҫырнӑ. Эппин, вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та саланать. Хӗрарӑма ку килешсех кайман.
Ҫак туалет хутне туса кӑларакан призводитель Чӑваш Енрен-мӗн. Марина ятлӑ усламҫӑ пирӗн республикӑра ҫуралнӑ, кайран Мускава пурӑнма куҫнӑ. Пилӗк ҫул каялла вӑл хӑйӗн бренчӗ валли логотип шухӑшласа кӑларнӑ. Хӗрарӑм ҫуралнӑ тӑрӑхне юратнӑран туалет хучӗ ҫине ӳкернӗ Кузьӑна чӑваш гербӗллӗ футболка тӑхӑнтарнӑ. Ҫакӑнта вӑл ним япӑххине те курмасть.
Палӑртса хӑварар: ЧР Геральдика комиссийӗ ирек панипе ҫеҫ патшалӑх сиволӗсемпе усӑ курма юрать.
Укҫа шута юратать тесе ваттисем мӗн авалтан каланӑ. Апла пулин те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара урӑхларах шухӑшланӑ-ши — хысна «туприне» тухӑҫлӑ тӑкакламан. Ку факта ҫынсем ушкӑнпа ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн прокуратура палӑртнӑ.
Чӑваш Ен прокуратурине чутайсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Шукакасси ялӗнчи ҫула юсанӑ чух вырӑнти администраци укҫа-тенкӗпе тивӗҫлипе усӑ курмасть тесе евитленӗ.
Асӑннӑ яла ҫул тума подряд организацийӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех килӗшӳ тунӑ-мӗн, анчах «Резон» подряд организацийӗ тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан, ӑна ӗҫшӗн 49 процентне ҫеҫ тӳленӗ иккен. Строительство организацийӗ ӗҫе чарса лартнӑ пулин те Йӳҫпан ял тӑрӑхӗ нимӗнле мера та йышӑнман. Халӗ прокуратура подрядчик пирки прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрахттару хучӗ ярса панӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хирти хӗрӳ ӗҫ малалла пырать. Ӗнер ӗҫе правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура тишкернӗ.
Тунти кун тӗлне республикӑра 84,4 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пӑрҫа тата пӗрчӗллӗ культурӑна ҫулса пӑрахнӑ. Ҫакӑ планран 30 процент шутланать. Вӑтамран тухӑҫ пӗр гектартан 28,4 центнер тухать. Кунне вӑтамран республикӑра 7,1 пин гектар ҫинчен тырӑна тӗшӗлесе кӗртеҫҫӗ. Вырмара пурӗ 642 комбайн ӗҫлет.
Ҫӗр улмине пухса кӗртес ӗҫ те пуҫланнӑ. Республикӑри 8 муниципалитетра тытӑннӑ. Пахча-ҫимӗҫе республикӑра 5 районта пурӗ 34 га пуҫтарса илнӗ. 12 муниципалитетра пурӗ кӗрхи культурӑна 2,8 пин гектар акса хӑварнӑ.
«Палӑртма кӑмӑллӑ, Елчӗк районӗнче уй-хир ӗҫне ҫуррине пӗтернӗ те. Кӑтарту вӗсен чи лайӑххи — 52 процент. Вӗсем ир пуҫласа кунӗ-ҫӗрӗпе уйра, ыттисен ырӑ тӗслӗх илмелле», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтепрӗ Михаил Игнатьев.
Республикӑра кая юлса пыраканнисем: улатӑрсем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан арҫыннӑн хир сыснисене пенӗшӗн явап тытма тивнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн сучӗ тунӑ приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн халӗ штраф тӳлемелле.
Ҫак арҫын Пантьӑк вӑрман хуҫалӑхӗнче ултӑ хир сыснине персе вӗлернӗ. Ҫапла вӑл саккун йӗркине пӑснӑ. Пӗтӗмпе ку патшалӑха 330 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Суд ҫак арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ унӑн патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштармалла, кунсӑр пуҫне 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Хӗрлӗ Чутай 435 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уяв тӗлне ҫынсем валли парне те пулнӑ: Совет урамӗнче 1 ҫухрӑм та 100 метр ҫӗнӗ ҫул сарнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява район пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикин министрӗ Александр Иванов, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов та ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа юнашар ача пахчи пур, халӑх музейӗ, храм та ҫывӑхра. Ҫула «Стройресурс» ООО тунӑ. Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ чухне чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем те пулнӑ.
Ҫула велосипедҫӑсемпе лыжероллерсем тӗрӗсленӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере Канашра та вӗсем Ильич урамӗнче юсанӑ ҫула ҫапла тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ.
Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ.
Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |